Чӑваш Енре ҫӗнӗ йышши автобуссене сӑнавлӑ меслетпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа «МАЗ 206085» маркӑллӑ автоубс ҫула тухнӑ. Ӑна унӑн сутуҫи сӑнаса пӑхмалӑх усӑ курма панӑ иккен. Автобусра мӗн кирлине кура савут ӑна пуянлатма хатӗррине пӗлтернӗ. Уйрӑм ҫынсенчен пӗри ҫӗнӗ йышши 10 автобус туянасшӑн иккен.
Сӑнавлӑ меслетпе ҫӳрекен автобуса 73 ҫын вырнаҫать. Вӗсенчен 27-шӗ ларса пырайӗ, 45-шӗ — тӑрса. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑр валли 1 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Урайӗ ҫӳллӗ мартан унта сусӑрсене урапапа кӗрсе тухма меллӗ.
Автобус газпа ӗҫлет. Ку топливо, пӗр енчен, йӳнӗрех, тепӗр енчен, экологи енчен таса.
Сӑнавлӑ «Вектор NEXT» ПАЗ «Шупашкар-Сосновка» маршрутпа ҫӳрет.
Паян, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкартан Самара каякан автоцистерна тӳнсе кайнӑ. Инкек Ҫӗрпӳри ҫул ҫавринче, Канаш енне каякан тӗлте, 14 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Машина «Химпром» предприятирен тухнӑ. Инкекре водитель шар курнӑ, аманнисем тек ҫук. Цистернӑран тӑварлӑ йӳҫек юхса тухнӑ. Йӳҫеке тасатас тесе тӗрлӗ служба ура ҫине тӑнӑ. Ҫав шутра 65 ҫынпа 32 техника тӑрмашнӑ. Вӗсен хушшинче ҫул-йӗр инспекторӗсем, пушар сӳнтерекенсем, Роспотребнадзор, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин, «Химпромӑн» специалисчӗсем пулнӑ. Хими япалине ҫул ҫинчен ҫуса тасатнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерес ӗҫ епле пынине республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев сӑнаса тӑнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енри икӗ пульницӑра тӗп тухтӑрсем улшӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, Шупашкарти президент пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Сергей Милаев маларах ӗҫрен кайнӑ, ун вырӑнне тилхепене Ольга Рябухинӑна тыттарнӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑхпа ӗнер Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов коллектива паллаштарнӑ. Ольга Рябухина Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ.
Спутник-хулари асӑннӑ сывлӑх сыхлав учрежденийӗ пуҫлӑхсӑр юлнине кура унти пульницӑна ертсе пыракана та ӗнерех палӑртнӑ. Ҫак пукана Владимир Степанова шанса панӑ. Хӑйне тӗп тухтӑра лартиччен Владимир Степанов Республикӑн ача-пӑча клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Шупашкарти президент пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Сергей Геннадьевич Милаев ӗҫрен каймашкӑн заявлени ҫырнине «Ҫыхӑнура» канашлу сайтӗнче пӗлтернӗ. Анчах центрӑн сайчӗн структуринче вӑл тӗп тухтӑр пекех шутланать-ха.
Ҫитес вӑхӑтра ҫак должноҫ валли ҫын шырамашкӑн конкурс ирттерӗҫ. Хальлӗхе вара ку тивӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти пепкелӗх центрӗн ертӳҫи Ольга Рябухина пурнӑҫлать.
Палӑртса хӑвармалла: Сергей Милаев 1971 ҫулта ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫпе пӗтернӗ. Кайран акушерствӑпа гинекологи енӗпе интернатурӑра вӗреннӗ. Ку енӗпе вӑл 1995 ҫултанпа ӗҫлет. Сергей Геннадьевич – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкара хӗвел модулӗпе ӗҫлекен катамаран килӗ. Унпа паллаштарассишӗнех «Эковолна» (чӑв. Экоюхӑм) фестиваль ирттерӗҫ. Ҫавӑнта ӑслӑлӑхпа техника ҫитӗнӗвӗ ҫинчен калаҫӗҫ. Ҫӗнӗ йышши катамаранпа паллаштарассишӗн журналистсене пресс-конференцие пухӗҫ. Мухтанмалӑх-мӑнаҫланмалӑх, чӑн та, сӑлтавӗ пур. Катамарана электродвигатель вырнаҫтарнӑ. Хӗвел модулӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хевел» предприятире кӑларнӑскерсем.
Катамарана Питӗрте хута янӑ. Хӗвел модулӗсен пӗтӗмӗшле хӑвачӗ — 9 кВт.
Катамаран ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫула тухнӑ. Раҫҫейре халиччен пулман катамаран «Питӗр – Аслӑ Новгород – Мускав – Аҫтӑрхан» маршрутпа ҫула тухнӑскер ҫӗршывӑн 20 регионӗпе иртсе 5 пин ытла километр ҫӗнӗ.
Йывӑҫ чӳречесене пирӗнтен чылайӑшӗ пластикран тунисемпе ылмаштарма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Материалӗ сиенлӗ теҫҫӗ те, анчах лайӑх хупӑнать, ҫил вӗрсе тӑмасть, кӗркунне шӑтӑксене хутпа ҫыпӑҫтарма хӑтласа минремелле мар. Ырлӑх! Кантӑка яри уҫса хурсан шӑна-пӑван вӗҫсе кӗреймӗ: ятарлӑ ҫеткӑ вырнаҫтарнӑ. Анчах, шел те, ача-пӑча ҫавна пула шар курать. Ун пирки темле асӑрхаттарсан та инкек тупӑнсах тӑрать.
Утӑ уйӑхӗн 14-18-мӗшӗсенче Чӑваш Енри тӗрлӗ вырӑнта ҫулталӑкран пуҫласа виҫӗ ҫулчченхи виҫӗ ача чӳречерен ӳкнӗ. Ӗнер, акӑ, инкек Патӑрьелте сиксе тухнӑ. Унта икӗ ҫулхи ача шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен ҫеткӑ ҫумне тӗршӗннӗ те иккӗмӗш хутран персе аннӑ.
Пӗр кун маларах Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫулталӑк ҫурӑри ача иккӗмӗш хутран ӳкнӗ. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унтах пиллӗкмӗш хутран ҫулталӑкри ача персе аннӑ.
Канмалли кунсем шӑрӑх тӑнӑран ҫынсем шывра чӑмпӑлтатса уҫӑлнӑ. Икӗ кунра Шупашкарти тӗп пляжра 4 ҫынна путасран ҫӑлнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем 60 ҫулти хӗрарӑма, 5-ри тата 8-ти арҫын ачасене, 5-ри хӗрачана шывран кӑларнӑ.
Шел те, канмалли кунсем инкексӗр иртмен. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче 55 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тепӗр кунхине кӑларнӑ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Прометей» кану бази ҫывӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ 25 ҫулти каччӑ шыв айне кайнӑ. Икӗ тӗслӗхре те ҫынсем юраман ҫӗрте чӑмпӑлтатнӑ.
Чӑваш Енри икӗ районта ҫӗнӗ прокурорсене ҫирӗплетнӗ. Улшӑну Элӗкпе Пӑрачкав районӗсене пырса тивнӗ.
Пӑрачкав район прокурорӗ пулма юстици канашҫине Сергей Парамонова ҫирӗплетнӗ, Элӗк район прокурорне – юстици канашҫине Евгений Петрова.
Сергей Парамонов 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1998—2003 ҫулсенче вӑл Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Ҫав ҫулхи кӗркунне ӑна Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратурӑна тӗпчевҫӗ пулса ӗҫе йышӑннӑ. Ҫавӑнта пӗр должноҫрен теприне куҫса вӑл прокурор ҫумне ҫитнӗ.
Евгений Петров 1977 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкартӑ ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче 1995—2000 ҫулсенче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл тӑван хулари прокуратурӑра ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Юлашки ҫулсенче Элӗк район прокурорӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
«Чӑвашавтотранс» панкрута тухнӑ май Шупашкарта автобус рейсӗсене хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта та предприяти автобусӗсем рейса тухма пӑрахнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
«Чӑвашавтотранс» Ҫӗнӗ Шупашкарта пассажирсене илсе ҫӳренӗшӗн хула хыснинчен компенсаци уйӑрманран, тӑкак нумай пулнӑран предприяти 21-мӗш маршрутпа (Химтехникум – Липово) тата 22-мӗш маршрутпа (Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Николай храмӗ - «Химпром» ПАО) ҫӳрекен автобуссене ҫӳреме чарни пирки пӗлтернӗ.
Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» автобус маршручӗсене хупнӑран ун вырӑнне урӑх перевозчик шыраҫҫӗ. Заявкӑсене йышӑнас вӑхӑта тӑснӑ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнчи фермӑра пушар алхаснӑ. 19 сехет ҫурӑра сӗт упрамалли вырӑнта ҫулӑм тухнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар шыв ӑшӑтмалли хатӗр хӗрсе кайнӑран тухнӑ. Тӑрӑ йӑлтах ҫунса кайнӑ, здани кӑштах сиенленнӗ. Фермӑри ытти хуралтӑ, телее, ҫунман. Пушарнӑйсем киличчен фермӑри ӗнесене, 100 ытла пуҫа, урама кӑларнӑ.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пасар ҫуннӑ, пулӑ павильонӗ сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 467 пушар тухнӑ. Ҫулӑмра 38 ҫын вилнӗ, 46-ӑн суранланнӑ. 236 ҫынна пушартан ҫӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |